Иллюстраци: ОВД-Инфо

08.06.2024

Мéнле спецприемника, СИЗОна тата колонине передача пуçтарас пулать


Вырãс хуласенче çынсене Украинãра вãрçã хирéç акцисемшéн тытаççé, СИЗОсенче тата колонисенче политзаключенныйсем юлаççé. Тéрмереларакан çынсене йывãр условисенче тытаççé, çавãнпа вéсене «ирéкрен» пулãшу кирлé. Çак инструкцире эпир сире мéнле тéрéс передачãсене пуçтарас пулать каласа паратпãр. 

Глоссарий

Спецприемник. МВДна пãхãнса тãрать, администраци арестне лекнé çынсем валли уcã курãнать. Задержанныйсене судчен полицейски отделенинче тытаççé. 

ИВС. (Вãхãхтлã тытмалли изолятор). Ку та МВДна пãхãнса тãрать, анчах кунта нумайрах уголовни преступлени подозреваймыесене, хãшсене хальхéлле чармалли мерине суйласа ильмен, тытаççé.Спецприемникра вырãн пулмасан, административлã арестленисене ИВСа вырнаçтараççé. 

СИЗО (следствилле изолятор). Кунта преступлени тунã айãпланакан çынсене вырнаçтараççé, арест постановлени кãларнã хыççãн. СИЗОра арестленисене хупã камерасенче тытаççé. Çак учрежденине ФСИН тытса тãрать.

ШИЗО (штраф изоляторé). ФСИНãн уйрãм пайé, ãçта содержанине пãхãнманнисене тытаççé. Унта арестленинсене тата та хытãрах ирéклéхе сахалатаççé. 

ПКТ (камерле типé пÿлéм). Колони уйрãм пайé, ШИЗОран та хытãрах тытакан условисемпе. Унта йéркене «усал шухãшлã» пãсакан çынсене яраççé. 

Мéн пéлтереть передача? 

Передачãсем — вãл заключенныйсене апат-çимéç тата япаласем парса яни. Вéсем питé кирлé, мéншéнтесен МВД тата ФСИН учрежденисенче законпа пéлтерне нормативсене тытмаççé. Тéслéхрен: сыхланмалли средствисене кирлé чухлé памаççé, сахал éççмелли шыв тата апат параççé. 

Передачãсем çитéнсе çитнé кирек кам та кайса пама пултарать, тãван-и — тãванмар-и — нимте пéлтерместь. Пéр çын кунне пéр арестлени валли анчах передача тума пултарать. 

Передачãсене хытã килéштермелле, мéншéнтесен вéсен уйãхлã йывãрãшé ирéклé мар. Хãшпéр колонисечне передача йышé те ирéксéр. Ытларах чухне çавãншãн  çывãх тãвансем сыхлаççé. 

Эсир тãванмар пулсан — тархасшãн, передачãна тãвансемпе, адвокатсемпе тата ушкãн поддержкипе пéрле пуçтарãр. Эсир передачине парсан, тепéр çынран ãна илмесен те пултараççé. 

Передачãн Пéтéмéшле правилисем пéрмайах усã курãнмаççé:

  • воспитательни колони арестленинсем (çитéнсе çитменвалли колонисенче) 
  • ШИЗО тата ПКТра арестленисем (вéсен валли ограниченисем пур) 
  • инвалидсем валли, беременни херарãмсем тата кãрãк çумéнчи ачасемпе (вéсен валли послабленисем пур) 
  • Апатсãр ларнã çынсем валли (вéсене валли ятарлã апат кирлé) 

Передачã пÿлéмé

Передачã пÿлéмé — учрежденире пéчéк пÿлéм, ãçта передачãна пама пулать. Унта каиччен учреждени сайтéнче éçлекен вãхãтне пãхãр. 

Хãвãнпа пéрле илмелле: 

  • паспорт
  • ручка
  • апат тата пармалли япаласем
  • передачã валли заявлени бланкéсем (вéсене вырãнта та илме пулать, анчах пéрле илсен лайãхрах) 
  • пéчéк пластик хутаç, мен те пулсан пушатмалла пулсан кирлé пулаççé
  • пéр — ик пысãк хутаç, ãнта передачãна арестленине параççé
  • шыв валли тéccéр пластик кéленчи тата йãвã апат валли пластик контейнерсем

Мéнле йéрке правилисем? 

Хãш-пéр учрежденисенче электронла ФСИН.Окнора маларах вырãн йышãнма пулать. Чéрé йéркере передача 30 минутран 3 сехетчен пулма пултарать. Йéрке правилисем пур çéртете урãхла: пéр çéртре вãл элетронлã очередьпе пéрле, тепéр çéртре пéрремéш электронлã, кайран — чéрé йéркене.

Административли арест тата спецприемник

Çына тытнã та автозака лартнã

Протестлã акци вãхãтéнче полицейскисем кулленхи пекех автозак тулассине кéтеççé — вãл темиçe сехет те пулма пултарать. Çына полици отделелнине илсе киличчен, ãна автозакра шыв, апат, зарядный устройстви тата авдокатсен контакчéсене пама тãрãшмалла. Ãна валли полицейскисене каламалла, анчах та парса яраççé e парса ямаççé, полицейскисен кãмãлéнчен тата сирéнтен килет. 

Çына ОВД е СУДа илсе килчéç

Вãхãтран полици отделенине к СУДа посетительсене тéрлé йÿтемпе кéртмеççé. Çавãнпа СУДра (административли éçсемпе) адвокатсене чéнмелле, вéсем передачине илме пултараççé. ОВДра дежурныйпе калаçма пултараççé. 

ОВДра передачãна илесшéн мар пулсан, çакна кала пулать: 

Эсир арестленин ятне (ФИО) пéлетéр, сирéн хãвãнпа пéрле паспорт пур тата эсир éçленé вãхãтра килнé(вãл 10:00–18:00 хушшинче апат перерывéпе 13:00–14:00 хушшинче), передачине сирéнтен вéсем тивéç.

Çына спецприемника хупнã

Арестлени хыççãн çына спецприемника илсе каяççé. Bãл унта 30 кунччен ларать. Спецприемникри передачã правилисем пер пéринчен улшãнса тãрма пултараççé, çавãнпа вéсене учреждени сайтéнче пãхмалла. Веçех пéрле передача йывãрãшé -30 кило анчах, передача тата посылка йышé вéçé-xéррисép. 

Чãнах-та парса яма пулать: 

  • Каснã çãкãp
  • Сухарисем 
  • Пряниксем 
  • Ӑшне эрех хушман печенипе канихветсем
  • Хытã сырсем тата копченый колбасасем 
  • Шыв
  • Гигиена средствисем: шãл щетки тата пасти, йепе тата типé салфеткисем (спиртсãр), туалет хучé
  • Медикаментсем (врач рецепчéпе анчах) 
  • çемçe кавир 
  • одеял тата çывãрмалли мишук 
  • кéнекесем
  • хут, ручкã (кãвак е хура чернилпа), конвертпа маркãсем
  • éç материалéсем

Умèнхи арестлени тата СИЗО

СИЗОна пèр уйãхра 30 кило парса яма пулать. Ахаль тата интернет-лапкаран передачãсем шуталанаççé. Посылкãсем, хãшне арестлени хãй укçипе илнé, шутланмаççé, анчах йывãрãшé ансãр. 

Арестленé арçын 50 килоччен япаласем тата апат тытма пултарать (документсене шутламаcãр). Хép apãмсем валли — 30 кило. Хыpãмлã тата 3 тултарман ачасемпе хép apãмсем валли ограничени çук. 

Вãхãтран провокаторсем юри кирлéмар япаласем çынãн лимитне пéтерме парса яма пултараççé. Ку чухне арестлени çак çынран çырса каялла тума пулатрать. 

Пèр япалана ãнланмалла- СИЗОра ну ай япала кирлè мар. Пèрремèш, унта япала тытма вырãн çук. Иккèмèш, арестленине этапа илсе кайнàчух япаласене илсе кайма аван мар. Виççéмéш, колонире япаласене туриста илеççéте склада хураççé. Вãрласа каймасан, колоинере ларнã вãхãхтра вéсем пéтеççé. 

Мéн парса яма юрамасть? 

Кашни передачãна тépéслеççé. Сире продуктисене уçма тата тéccép хутаçсене хурма хушма пултараççé. 

Парса яма юраман япала списокé бюро передачинче е учреждени сайтенче çакãнса тãрмалла. Кашни учрежденире хãйсен правилисем пулам пултараççè. Кашни сотруднике урãхла калама пултарать.

Хãш-пèр колонисенче сезонлã ограниченисем пулма пултараççè. Çулла хãвãрт пãсãлакан апата илмесен те пултараççé, мéншéн тесен камерãсенче холодильник пулмасан та пултарать. 

Парса яма юраман япаласем

  • япаласем, çынa вéлерме пултараканнисем (тéслéхрен: çéçé, зажигалка) 
  • пéçерсе пéтермен апат (вéрентé шывпа пéççермеллисемсép) 
  • килти консервãсем
  • çãмарта
  • соусем 
  • çырла, арбуз, дыня, ананас, кãмпа 
  • тимéрлé тата кантãклã тарãри апат

Мéн парса яма юрать? 

Апат-çимéç

  • çуса панã панулми тата груша; хãш-пéр çéртре — банан, мандарин, апельсин, лимон (хéлле арестленине  витамин çитместь тесе каласа парса яма пулать) 
  • çимéç — сухан, ыхра, кишép; хãш-пéр çéртре — хãяр тата помидор
  • шãмсãp сухофруктсем — курага, чернослив, изюм, инжир, финик; майãрсем
  • чей — хура çулçãллã анчах, хãш-пéр çéртре — пакетри чей илме пултараççé. 
  • кофе тата какао (хãш-пéр çéртре — пакета яма хушмар пултараççé. 
  • кусоклã сахар-песок
  • нимсép конфет тата карамель
  • пушã печени, вафли тата прянисксем 
  • сухари, сушки, баранки 
  • çãкãp
  • шоколад, мармелад
  • мюсли тата пãтãсем
  • яшка, пюре хãвãрт пéçермелли 
  • каснã колбаса (хãш-пéр чухне колбаса палкине парма хушма пултараççé)
  • céт, 10 кун усрама пулаканнине
  • èçмелли йогурт тата тãпãрч 
  • çy тата хытã сыр (фирменный упаковкипе тата вãхãчèпе) 
  • глазированный сыроксем 
  • хãш-пéр чухне пакетри сок (малтан ыйтмалла) 
  • хãш-пéр чухне пулã тата какай консервисем 

Апат-çимèç тèccèр полиэтиленлã пакетра пулас пулать е фабричный упаковкинче  срокè  хранени срокèпе. Хàш-пèp çéртре апат-çимéçне маларах фасовать тума юрать, теприсем бюро передачинче туса хушаççé. Учреждени йéркисене пéлмесен, маларах ан тãвãр. Апата  йывãрãшéпе илетéр пулсан, ценникне тата йывãрéшне çырнине хãварãp. Апата пасарта илнé пулсан, йывãрãшне супермаркетра çырма пулать. 

Гигиена средстви

  • хозяйственный супãнь 
  • туалет хучé
  • шãл тасатмалли пластмас щетки (пéрремéш пластмас футлярéпе) тата шãл тастмалли паста пластмасй упаковкире
  • йепе тата типé спиртсãp салфеткãсем
  • шампунь,  душа гелé, хырãнмалли гель (тéссép пластик упаковкире е  тéссép бутылкире)
  • шариковый дезодорант (аэрозольный мар, спиртсéр тата пластмас упаковкире)
  • крем пластик тюбикéнче 
  • стиральный порошок (пакета яма хушма пултараççè) 
  • япала çумалли пластик тазикè
  • резиновый перчаткисем
  • посуда çумалли губкисем
  • посуда çумалли средство тéссép бутылкире
  • мочалка
  • алшãлли (илмесен те пултараççé) 
  • шурã постельное белье — икé простынь тата наволочка (илмесен те пултараççé
  • чéрне касмалли щипчики
  • одноразовый бритвãсем
  • тура
  • хéр-арãмсем валли — прокладки тата тампонсем (СИЗОра питé сахал параççé)  

Тãхãнмалли япала

Парса яма юракан япаласем переченé ãшри распорядок правилисенче пур. Тéслéхрен, логотиплã, ÿкерчéксемлé, шнуроклã тата военный япаласем. Япала калãпãшне пéлмесен, пысãкрахине илép. 

  • трусы, носки
  • термобелье
  • футболкãсем
  • свитерсем
  • спортивный костюм
  • йéм, джинсы
  • супинаторсãр, шнуроксãр тата тимéр  набойкãсемсéр пушмак— тéслéхрен липучкãллã кроссовки
  • резиновый тапочки
  • куртка
  • калпак 
  • çыхнã перчатки e  варежки
  • пысãк сумка япалсем тытма
  • беруши тата çывãрмалли маска (СИЗО çутã тата кéрéc-мépéc) 

Тата мéн?

  • кипятильник 0,6 кВт мощностли (хãш-пéр СИЗОсечне паллã кипятильниксене e пластик чайниксене анчах илеççé, маларах ыйтса пéлéр)
  • сигарет —  арестлени туртмасан та, вãл валюта вырãнне кирлé пулать (хãш-пéр çéртре пачкине илеççé, тепéр çèртре пакета яма хушаççè — пакетра çÿле хурãр, сигаречèсем хуçãлма пултараççè)
  • спичкa (пакета ярма хушма пултараççè) 
  • пластик чашки, турелке тата миска
  • канцелярски принадлежносчéсем — кãрандаш, кãвак тата хура пружинãсãp ручкã, пружинãсãp тетрадь, хут, маркасемпе конверт 
  • открыткãсем, вéсене арестлени тãвансене ярса яма пултарать
  • Хут валли папка, унпа арестлени документсене суда тата каялла  илсе çÿреме пулатрать (колонине, анчах СИЗОна юрамасть)

Передачãна илмесен те пултараççé-и?

Аха. Арестленине урãх çépe илсе кайнã пулсан, суда е следствилле япаласем, карцера лартнã е лимита кéрмесен передачãна илмеççé.

Мéнле посылка ярса яма пулать?

Посылкãра вéçex, мéн передачара ярса яма пулать, хãвãрт пéтекен япаласемсéр. Ãна валли почтара кирлé пысãкéшле коробка илмелле те пéтéм апат-çимéçне, япаласене хурас пулать, передача бланкне çырас пулать те почтãпа ярас пулать. Послыкãсем передачãран ерипенрех пыраççé, çавãнпа СИЗО çывãхри почта отделенинчен ярãр. 

Мéнле кéнеке ярса яма пулать?

Хãш-пép чух изолятора кéнекесене послыкãпа ярса яма пулать, анчах та хãш чух OZONран кãна. Ãна валли кéнекесене корзинãна хурас пулать, илекен ятне, çуралнã вãхãтне тата изолятор адресне çырас пулать. Комментаринче «в бюро передач СИЗО» тесе çырас пулать. СИЗОна çитсен кéнекене вырãнти библиотекãна илсе килеççé, унта арестлени кéнекене вãхãтлãха илме пултарать. Унсãр пуçне тата юридически литературине ярса яма пулать —  тéслéхрен: Уголовно-процессуальный кодекс, Уголовно-исполнительный кодекс, правила внутреннего распорядка в СИЗО.

Мéнле лекарствãсем ярса яма пулать?

СИЗО медицинский частéсенче тата колонисенче пéтéм кирлé лекарствãсем пулмалла, анчах та вéсем пéрмай çитмеççé.

Лекарствãсене тата витаминсене ярса яма тухтãртан разрешени кирлé. Ãна валли арестленин сывлãх проблемисем пирки калас пулать. СИЗОра кирлé препаратсем пулмасан, тухтãртан рецепт ыйтас пулать. Ãна арестленин тãванéсем бюро передачра илсе кайма пултараççé. 

Медицинский передачãсен хãйсен урãх графикé. Ãна бюро передачире е учреждени сайтéнче тупма пулать. Çак передачисем валли вырãнпа телефонпа шãнкãравлас пулать. Тата вéсен урãхла бланк. 

Ãсра тытмалла: лекарствã чекéсене усрас пулать

СИЗОра пéрмай çутã çутатнãшãн, арестленисен куç пãсãлать. Çавãншãн вéсене куçлãх кирлé пулма пултарать. Тухтãр рецепчé пулсан, ãна передачãра е посылкãра ярса пама юрать. Куçлãх (линза тата оправа) тата футляр пластмасран, тимéрсéр пулмалла. 

Колони

Этап умéн мéн арестленине парса ярас пулать?

Осужденныйне, хãшне чãн-чãн срок панã, этап кéтет. СИЗОран Колонине илсе кайаççé. Ãçта илсе кайаççé маларах пéлме пулмасть (пéр чухне анчах: хãçан арестленине хãйне Суд колони-поселенине çитме хушать). Колони урãх регионра пулма пултарать, этапé темиçe эрне те тãсãлма пултарать. Пурãнмалли условисем унта питé йапãx, сывламалли вырãн çук.

СИЗО администрацин  приговор вуланã хыççãн 10 кун хушшинче çына этапа ярас пулать. Çак вãхãтра арестленинчен мéн çитменнине ыйтса пéлме тãрãшмалла. 

Парса яма пулать: 

  • пластик бутылки — туалета илсе каймасан кирлé пулма пултарать
  •  йéпе салфетка — душ вырãнне
  • ãшã япала тата тапãчки 
  • сигарет
  • çãмãл тата питательни апат кирлé — тéслéхрен, лапша быстрого приготовления, конфет, сахãр, чей
  • пéр-ик литр шыв 

Арестленине сахалрах кéнеке илтéр тесе калас пулать. Вéсем йывãp, наручникпе йытма пулмасть, тата сана пéрмай тéрéслеççe, шыраççé. 

Мéн колонине парса ярас пулать?

Колонисечне пéр посылка йывãрãшé чи пысãкки 20 кило, бандероль- пилéк.  

Арçын колонисечне передача тата посылка йышé режимран тата наказани условисенчен килет; хéр-арãмсен колонисенче ограничени çук. Посылка лимичéсене таблицара тépéслеме пулать. Ãна «Открытый пространства» активисчéмем тунã.

Апат-çимèç наборéсем СИЗОна ярса пама юракан списãкéпе почти пéр-пекех (ãна çÿлте вулама пулать).

Тãхãнмалли япаласем парса ямалла е çук? 

Колонисенче (колони-поселенисемсéр) арестленисене тéрмери япаласене параççé, вãл тéп япала пульса тãрать. Анчах-та колонине майкa, футболка, трусипе нускисем, çыхнã нускисем парса яма пулать. 

Атã-пушмак вара администрацирен килет, мéнле пушмак парса яма юрать. Хура тéслé логотипсéр кроссовки парса яма пулать. 

Мéнле медикаментсене парса ямалла? 

Лекарствãсене колони медик айãкне е почта посылкипе ярса папа пулать. Лекарствã тата витамин посылкисем лимита кéмеççé. Béсен хãйсен лимичé. Арестлени чирлесен тата лимитран та пысãкрах посылкãсем илме пултарать. Тухтãрсен комисси е пãхакан тухтáр е больници калать: мéн тата мéн чухлé лекарстви парса яма пулать.